«Семье телейе менре»

Сочинение

Çемье телейĕ мĕнре-ши?

Ҫемье телейĕ – атте-анне пурри тата вĕсен ăшши.

Атте! Анне! Чăвашсен ытарайми ҫепĕҫ сăмахĕсем. Вĕсен ячĕпе темĕн чухлĕ ырă сăмахсем калас килет, ҫуммăн ларса ăшшăн калаҫас килет, ыталаса илсе чĕререн тав тӑвас килет. Ытла та ăслă вĕсем, ытла та кăмăллă ҫынсем. Хăйсен мĕн пур лайăх енне пире халаллаҫҫĕ, ăс-тăн параҫҫĕ,тĕрĕс ҫул ҫине тăма пулăшаҫҫĕ. Эпир вĕсенчен вĕренсе пыратпăр, вĕсене тĕслĕх вырăнне хуратпăр.

Кашнинчех эпир радиопа аттепе аннене халалласа юрăсем юрланине, сăвăсем каланине илтетпĕр. Ах! Ҫак ылтăн сăмахсене илтсен чун-чĕре савăнать, кăмăл ҫĕкленет. Еплерех чуна ҫĕклентереҫҫĕ ҫак сăмахсем.

Ку вăл – аттепе аннене хисеплени, вĕсене хыттăн юратнине пĕлтерет. Чăваш литературинче те атте – анне сăнарĕ тĕп вырăнта тăрать. Акă Василий Давыдов-Анатри те хăйĕн сăввинче аннене тав туса, ăна мухтаса сăвă йеркелесе ҫырнă:

Анне мана телей пиллет,

Ҫурхи чипер хĕвелĕм тет,

Хĕвелĕм, тет юратнипе,

Юратнипе, савăннипе.

Анне мана кун-ҫул пиллет,

Тăван кил-ҫурт тĕрекĕ тет,

Тĕрекĕ тет, куҫран пăхса,

Куҫран пăхса, чунтан шанса.

Чăваш поэчĕ Петĕр Хусанкай та амӑшне халалласа поэма ҫырнă.

Суха касси пек тарăн пĕркеленчĕк,

Ҫат тытнă тутуна яланхи пек.

Ик куҫ харши раснах йĕрленчĕ,-

Унта пайтах пытарăннă инкек…

Ҫапла сăнарланă хăйĕн юратнă амăшне чӑваш хал

Ман хамăн та атте – анне пур,вĕсем –кил ăшши, чун ăшши. Вĕсенчен хакли никам та ҫук. Пирĕн пысăк ҫемье Кӳлхĕрри Карай ялĕнче пурăнать. Эпир йышлăн: атте, анне, пĕчĕк шăллăм, асанне, асатте тата эпĕ. Манăн аннене Марина тесе чĕнеҫҫĕ.Вăл бухгалтер пулса ĕҫлет. Анне пире мĕн пĕчĕкрен ĕҫе хăнăхтарса ӳстерет. Эпир анне ĕҫрен киличчен хуҫалăхра тупăшса ĕҫлетпĕр. Манăн та анне пекех ĕҫчен, ăслă, пысăк чунлă ҫын пулас килет.

Аттене ялта Радислав тесе чĕнеҫҫĕ.Вăл Мускава ĕҫлеме ҫӳрет. Мĕн пĕчĕкрен атте пирĕнпе пĕрле конструкторсенчен тĕрлĕ япаласем пуҫтаратчĕ, халĕ вара пысăк ĕҫсем тума тăрăшать: трактор пуҫтарчĕ, тимĕр авса хитре картасем турĕ тата ытти те. Пĕчĕк шăллăм та аттене кура тĕрлĕ япаласем конструктăрпа пуҫтарма тăрăшать, атте ун ĕҫне хакласа хĕпĕртенине курсан вара савӑнать, хăйне пысăк ҫын пек туять.

2 стр., 582 слов

По казахской литературе «ОТАНҒА ДЕГЕН СҮЙІСПЕНШІЛІКПЕН» АТТЫ ШЫҒАРМА

... қсартып,ішкі –сыртқы саясатын дұрыстады. Қазақ елінің ұлан-байтақ жері ,оның табиғаты мен өнеркәсіп жөнінен ерекшеленеді.Қазақстан мұнай мен ...

Асаннене Калисса тесе чĕнеҫҫĕ. Унăн та алли

Манăн асатте Петĕр ятлă. Вăл пирĕн килте чи ăсли шутланать. Асаттепе асанне иккĕшĕ те пенсие тухнă, ҫавăнпа килте вĕсем пире хуҫалӑхри ĕҫ-хĕле пуҫтарса пулăшаҫҫĕ.

Пирĕн ҫемье пысăк. Ку мана питĕ савӑнтарать, мĕншĕн тесен нихӑҫан та кичем мар, йĕри-тавра сана юратакан, пулӑшма хатĕр аслисем. Пĕрре-иккĕ кӑна та мар- тӑваттӑн.

Телевизорпа час-часах ашшĕпе амăшĕсĕр ӳсекен ачасем ҫинчен кӑтартаҫҫĕ. Вĕсен кăмăлĕ те сивлек. Мĕн чухлĕ ача нуша курать, ҫак ӳкерчĕк чуна хурлантарать. Шел пулин те, ашшĕ-амăшне ĕмĕр кӳренсе пурăнмалла суран тăвакан хĕрсемпе ывăлсем те пур-ха пирĕн хушăра. Тахҫан чи юратнӑ ҫынсем пулнӑ, пурӑна-киле ватӑлнӑ ашшĕ- амăшне хăйсем пăхас вырăнне ваттисен ҫуртне кайса яракансем сахал-и тата?

Ман шутпа, ватăсене хисеплемелле, ырă сăмахсем каласа чунĕсене ăшăтмалла, йывăр вăхăтсенче пулăшса пымалла, аякра пулсан – тăван киле манмалла мар. Ҫемье телейĕ пĕр-пĕрне юратнинче, хисепленинче, упранинче.

Хĕвел хăй ăшшине ҫĕр ҫине еплерех сапалать, аттепе анне те ҫавăн пекех чун-чĕре хĕрӳлĕхне пире парнелеҫҫĕ. Ҫак пуянлăха ҫухатас марччĕ, упраса пурăнасчĕ, ватлӑх кунĕсенче вĕсемпе те пирĕн ӑшӑ пуласчĕ.

Анна Кузьмина,

Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Трак вăтам шкулĕнчи 10-б класс.

Ытарайми атте-анне

Кăҫал Чăваш Республикинче Аннепе Атте ҫулталăкĕ тесе палăртрĕҫ. Шухăшласа пăхсан тĕлĕнсе каймалла вĕт: тăванлăх, атте-анне ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсем, юрă-сăвă пирĕн халăхăнни пек урăх никамăн та ҫук пулĕ. «Аҫупа аннӳне хисепле, хăвнах лайăх пулĕ», «Ача-пăчана мул париччен ăс пама хушнă», «Ашшĕсĕр ача-ҫур тăлăх, амăшĕсĕр ача- хăр тăлăх»,- янăраҫҫĕ хăлхара ăса вĕрентекен сăмахсем.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕрле вĕреннĕ тантăшăм Галя Дмитриева (халĕ унтанпа хушамачĕ улшăнчĕ те пулĕ) манăн хĕр чухнехи дневник ҫине тахҫан ҫапла сăвă ҫырса хунă:

Ачалăх!

Манăҫми ҫĕр-шыв!

Хуп сăпкана ват асанне

Сăвăласа сиктернине,

Аннен хитре юррисене

Ĕмĕрлĕхех ăша эп хыврăм…

«Аттепе анне пулсассăн Пуринчен те эп пуян…» — янраттарать тепĕр чух Чăваш наци радăвĕпе Виталий Адюков маҫтăр, вăйăҫă. Çаплах, аттепе анне пулсассӑн эпир чи маттуррисем, чи пултаруллисем.

Атте-аннеҫĕм…Çак сăмахсем чунри мĕн пур ачашлăха пĕр ҫĕре пухса чĕрере киленӳ ҫуратаҫҫĕ. Мĕн тери пысăк та вăйлă асамлăхпа тулса ларнă вĕсем! Сасăпа калатăн та вĕсене, тӳрех пурăнас килсе каять, пĕр харăс пин ĕҫ туса пăрахассăн туйăнать, ҫак тĕнчери хăвăн пĕлтерĕшне витĕр ăнкарса илетĕн…

25 стр., 12027 слов

Копия картины Клода Монэ «Сена близ Руана»

... картины Клода Монэ « Сена близ Руана» выполненная на холсте 50х70 в технике масляной живописи. Предметом Целью дипломной работы является освоение техники станковой живописи маслом и способа копирования, ... и Земля, между которыми разворачиваются основные действия, определяющие внутреннюю динамику картины. Трактаты по искусству композиции учили художника: «Прежде чем опустить кисть, непременно определи ...

Аттепе анне иккĕшĕ те ҫут тĕнчере чи ҫывăх та хаклă ҫынсем! Вĕсем пулман пулсан ҫак ҫĕр ҫинче эпир те, икĕ ывăлпа икĕ хĕр, пулмастăмăрччĕ. Эпир вĕсен вăрринчен ҫуралса кун ҫути курнă. Вĕсем пире ҫак пурнăҫа юратма, йывăрлăхсене ҫĕнтерме вĕрентмен пулсан, тен, эпир ҫак ҫĕр ҫинче утса ҫӳреймĕттĕмĕр те-и?

Шел те, ҫут тĕнче хăналăх тесе ахальтен каламан пулĕ ҫав. Атте, Егор Порфирьевич Порфирьев, Аслă аттелĕх вăрҫинче пулнăскер, пирĕнтен уйрăлса кайни 35 ҫул иртрĕ. Ĕҫчен ҫынччĕ вăл, ик алла пĕр ĕҫ тетчĕ, ним тума та ӳркесе тăмастчĕ, чăн-чăн кăптăрмăш чăвашчĕ, хăть ҫулла, хăть хĕлле аллинчен ĕҫ каймастчĕ; ҫăва тухсан- платник, хĕлле- ҫăмат ăсти; выльăхĕ-чĕрлĕхĕ кил хушши тулли.

Ял ҫумĕнчи Туканаш вăрманĕнче унпа юнашар тăрса пĕрремĕш хут алла ҫава тытса утă ҫулма вĕренни, ҫиме юрăхлă е наркăмăшлă кăмпасене уйăрма вĕрентсе тулли витресемпе ура айĕнчи хăрăк туратсене шартлаттарса вăрман тăрăх утни, атте-аннепе пĕрле ял варринчи Мăн пĕвере «хам ҫиеле, шапи аяла» тесе пĕрремĕш хут шывра ишме вĕренни аса килсе чуна хумхантараҫҫĕ. Хĕллехи каҫсенче тата: пуҫа ҫĕмĕрен-ҫĕмĕрен – кăткăс задача нимĕнле те парăнасшăн мар, тепĕр пӳлĕмре вăл е ку ĕҫпе аппаланса ларакан атте патне чупатăн. Мĕнле пулăшмĕ-ха юратнă ачине, пурнăҫри пулăмсем урлă ăнлантарма тăрăшатчĕ. Йывăрах та пулман иккен пуҫватмăш, тавҫăрулăх кăна ҫитмен.

Аттен амăшĕ (пирĕн енче мамак теҫҫĕ) икĕ ывăл тата пĕр хĕрпе 28 ҫултах мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Самани йывăр пулнă, арҫын ĕҫне те, хĕрарăмăнне те хăйĕнех тумалла. Аттен тăватă класс кăна вĕренме май килнĕ. «Тăлăх нуши тăхăр сыпăклă тенĕ пек, хĕл варринче кăмака хутма вутă пĕтрĕ, ялти вăй питти арҫынсемпе тăхăр ҫулхи ача мăн вăрмана вутта тухса кайрăм»,- ачалăхне аса илсе куҫҫулленетчĕ тепĕр чухне атте. Çапла мĕн пĕчĕкрен куршанак ҫыпҫăннă, вăл е ку ĕҫе уяса тăман. «Тăлăх йывăҫа тăвăл хуҫать те хавшатса хăварать»,- тенĕ авал. Кăмăлĕпе йăвашчĕ атте. Çемьере киревсĕр, хăр-хар калаҫу илтмен нихҫан та. «Атте, мĕнле лайăх эсĕ пирĕн, Кĕркури Кольки (пирĕнпе юнашар пурăнатчĕҫ) ачисене те тем тĕрлĕ киревсĕр сăмахсемпе вăрҫать»,-теттĕмĕр пускилсене хĕрхенсе (вĕсем пирĕн пата ашшĕнчен хăраса час-часах тарса пыратчĕҫ).

Атте вара: «Эпĕ тăватă класс кăна вĕреннĕ вĕт, вăл вырăс сăмахĕсене ăҫтан пĕлем»,-текелетчĕ ҫурма шӳтлесе.

Мĕншĕн асра ҫеҫ-ши ҫав манăҫми самантсем? Мĕншĕн вĕсене куҫ хупса илмелĕх те пулин каялла тавăрма ҫук-ши? Çавăн пек салхуллă самантсенче анне сăнарĕ куҫ умне тухать. Елен тетчĕҫ ялта, хут ҫинче — Елена Игнатьевна. Анне питĕ пултаруллă,ĕҫчен, тарават хĕрарăмччĕ. Пурнăҫĕнчи вăй питти ҫулĕсене колхоз ферминче дояркăра ырми-канми ĕҫлерĕ, тивĕҫлĕ канăва «Хисеп палли» орденпа тухрĕ. Ун чухнехи фермăсенче ĕҫ ирхине виҫĕ сехетренех пуҫланатчĕ, пĕтĕм ĕҫе алă вăйĕпе тунă.

Аннен ҫамрăклăхĕ, вăл вăхăтри ытти хĕрсенни пекех, вăрҫă вăхăтне лекнĕ: шартлама сивĕре Ҫĕмĕрле вӑрманĕнче вутӑ хатĕрлени, Ивановăри торф предприятийĕсем, Челябинскри ҫар завочĕ… Куҫҫулĕпе аса илетчĕ анне ҫак йывăр вăхăта.

7 стр., 3307 слов

Л.Н. Толстой «Анна Каренина»

... сгущенному и краткому их изображению. Так на всем протяжении романа «Анна Каренина» психологический анализ, всестороннее исследование диалектики души Толстой постоянно совмещает с живостью сюжетного ... этой связи между тончайшим анализом чувств героев и остродраматическим развитием сюжета, могут служить все «внутренние монологи» Анны Карениной. Охваченная внезапной страстью, Анна пытается бежать от ...

Вӑрҫӑран пĕр пӳрт урлӑ пурӑнакан маттур каччӑ тĕрĕс-тĕкел таврӑннӑ, пускил хĕрĕпе пĕрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. Тату, йĕркеллĕ пурӑнакан ҫемьере тӑватӑ ача ӑмӑртмалла ҫитĕнтĕмĕр. Анне иртен пуҫласа каҫчен колхоз ферминче тимлет.Эпир шкултан таврӑнсан хуҫалӑхри ĕҫсене вӑй ҫитнĕ таран пурнӑҫлаттӑмӑр, канмалли кунсенче аннене пулӑшма та каяттӑмӑр.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вунӑ ҫуллӑхра хальхи пек лавккара пыр та ил тавар пулман, ытларах килте ҫĕлетсе тӑхӑннӑ. Анне те пире кашни уяв валли ҫĕнĕ кĕпесем ҫĕлесе паратчĕ: виҫет, касать, Ир тӑнӑ ҫĕре пиччепе шӑллӑмӑн кĕписем, аппапа иксĕмĕрĕн ҫĕнĕ платьесем юмахри пек ҫакӑнса тӑратчĕҫ, хӑй ҫук, тĕттĕмлех фермӑна васканӑ. Хӑш вӑхӑтра ҫывӑрнӑ-ши анне? Аса илетĕп те тĕлĕнетĕп:анне кӑмӑлсӑрланнине е ывӑннине нихҫан та палӑртмастчĕ, фермара та , килте те юрла-юрла ĕҫлетчĕ, тем тума та ĕлкĕретчĕ.Тӑватӑ ҫул хĕне кайса ура ҫине тӑмасӑр выртакан хунямине те пĕр сивĕ сӑмах каламан. Пур ҫĕре те ал ҫитернĕ, пуҫа усман, ахлатман. Ҫапла ĕнтĕ вӑл чӑваш хĕрарӑмĕ, мĕн кӑна курман пулĕ эс хӑв пурнӑҫунта, мĕн кӑна тӳсмен.

Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртрĕ..Аттепе анне тахҫанах ҫук пирĕнпе юнашар. Пурӑннӑ вӑхӑтра вĕсене чун-чĕререн юратнине, вĕсем ҫĕр ҫинче чи хаклӑ ҫынсем пулнине калама ,тен, яланах аса та илмен пулĕ. Аттепе аннене ҫухатсан, чĕрере вĕсен выранĕ пушанса юлсан тин эсир пирĕн пурнӑҫра мĕн тери пысӑк пĕлтерĕшлĕ пулнине ӑнланса илетĕн. Ҫулталӑкра пĕрре сирĕн вил тӑприсем ҫине ҫитсен темшĕн-ҫке уяр ҫанталӑкра та ҫумӑр ҫӑвать. Ҫула май тӑван яла ҫуралнӑ киле кĕретĕн. Ирĕксĕрех пĕр поэтӑн сӑввинчи йĕркесем аса килеҫҫĕ:

Аттепеле анне ҫĕр-шывĕнче

Хӑй ҫулĕнчен те ҫамрӑкрах тĕнче.

Кунта эс хӑв та чунупа пуян,

Кашни килмессерен ҫамрӑкланан…

Ҫапла вӑл-ачалӑх сӑпки: йĕри-тавра аса илӳ, ҫамрӑклӑх, атте-аннепе ҫыхӑннӑ вырӑнсем. Пĕр самантлӑха та пулин, темиҫе ҫул каяллахи пек, пурне те сывӑ,чĕрĕ, телейлĕ курӑттӑм. Шел, пулни-иртнине каялла тавӑрма ҫук.

Иртнĕ кунсен сăваплă, ырă ҫутине аса илсе пуриншĕн те ҫĕре ҫити пуҫăмăрсене таятпăр. Эпир сирĕн умăрта ĕмĕр-ĕмĕр парăмлă.

Ю. Кузьмина,

чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.