На чувашском языке таван ял

Сочинение

Çĕрĕм-шывăм, тăван ялăм, ачаран сана эп саврăм.

Скачать:

Предварительный просмотр:

Тăван çĕр-шыв, асамлă вăй паратăн эс пире.

Ыраш пусси, купăс сасси,

Лаштра юман, ката-вăрман –

Тăван çĕр-шыв ку ман.

Тăван çĕре юрат, чысла, ан пар ăна ютта!

Таçта ютра пулсан та вăл пирĕн асăмра.

1.Пĕчĕк шăллăм юнтарать:

Тутине ялан тăсать.

Хура çакăр тутлă мар.

2. Асанне куçне шăлать,

Темшĕн ассăн çеç сывлать.

Шăллăма пуçран шăлать,

Сăмахне унтан пуçлать.

3. Çăкăрта, ачам, пур сывлăх,

Пĕтĕм пурнăç, пирĕн вăй.

Тĕрлĕ çыннăн ĕс алли.

4.Ан тирке çăкра, ачам!

Яланах асра эс тыт:

Çăкăр çинче тĕнче тăрать-

Вăйсăрлăхна ан ĕнен.

Кăмăлна санне хуçсан та-

васка çынна ыр тума.

Пурнăс ура хурсан та-

Чапшăн ан çун ĕмĕрне.

Чун ыйтнине пурнăçла:

васка çынна ыр тума.

Çĕр-шывăмçăм, Чăваш çĕр-шывĕ!

Кирек ăçта пулсассăн та,

Ман асăмра эс чĕрĕ, сывă,

Пуласчĕ ман та асунта.

Тăван çĕр-шыв…Ăçтан пуçланать-ши вăл? Тен, чÿречерен кĕрекен хĕвел пайăркинчен? Тен, пÿрт умĕнчи хурăнсенчен? Укăлчаран пуçланакан хирсемпе çарансенчен мар-ши тата? Кирек ăçтан пулсан та сана, Тăван çĕр-шыв, питĕ – питĕ юрататăп. Эпĕ çуралнă вырăнсем ытарма çук хитре. Тăван хирсем, вăрмансем, таса кÿлĕсем чунăма тыткăнлаççĕ. Тавралăх илемĕпе киленнĕ май хамăн та шăпчăк евĕр юрлассăм килет. Çăл куçран тапакан тăрă шыва ĕçсен хуйхă манăçать. Çак илем йăлтах эпĕ пурăнакан тăрăхра тĕл пулать –çке!

Ытарайми Тăван çĕр-шывăм! Çип çапнă пек тÿп-тÿрĕ, çитмĕл те çичĕ йăмраллă, янкăс саслă Чăвашьенĕм! Турат çумне турат хушса, ĕмĕрсем хушши кашласа ларакан вăрмансем. Хумлă-хумлă, кăвак çилхеллĕ анлă Атăлăм! Яш-кĕрĕмĕн савăк кăмăллă уявĕсене, пурнăçне сăнлакан сăввăмăр!

Хаклă атте-аннемĕрĕн пĕтĕм чунтан калакан кивелми вĕрентĕвĕ!

Пин – пин сасă- кĕвĕллĕ чуна уçса яракан юрри – ташшийĕ! Куçпа виçейми, ытама кĕрейми Сар хĕвел пек çут тĕнчеллĕ, тулăх пурнăçлă ялавамăр! Чăваш халăхĕн йышлă пуласлăхĕ вăрман шавĕ пек ĕрченине сăнлакан гербăмăр!

Тăван çĕр – шывăм! Чăваш тĕнчин, чăваш чунĕн, чăваш ăс- хакăлĕн кунне – çулне упраса пыракан Чăваш çĕр – шывĕ! Çана шанатăп, санпа мухтанатăп, чунăмра усратăп!

14 стр., 6650 слов

Чувашские пословицы на чувашском языке с переводом. Чувашские ...

... портр. — На чуваш., рус. яз. Лучшие чувашские пословицы Первое письменное упоминание о чувашском народе относится ... имест. Чĕлхÿпе калаçма ан васка, ĕçне тума васка. Çынна сăмахпа мар, ĕçпе хакла ... çу-аннÿне хисепле. Лайăх ача ашшĕ-амăшне савăнтарать. Лаша ... помогает. Уй куçлă, вăрман хăлхаллă. Поле с ... çинçе, çавăнтан татăлать. Нить в тонком месте рвется. Чавса ... бегу, когда бьют. Пурăнан пурнăç пăрăнăçсăр ...

Юрататăп тăван Чăвашьене! Юрататăп хам çуралнă тăван ялăма – Урнара!

Тăван ялăм! Сана эпĕ мĕн пĕчĕкрен саватăп, юрататăп, санпа мăнаçланатăп. Эсĕ аннепе пĕр танах. Анне килте çук чухне пире кичем, питĕ кĕтетпĕр вăл алăк уçса кĕрсе тăрасса. Ялтан инçетре чухне пире самантрах тунсăх пусса илет. Кайăк пулса çуралнă кĕтесе хăвăртрах вĕçсе таврăнас килет. Асăмран тухми ырă та чун – чĕрене вăй – хăват парса, хавхалантарса тăракан вырăнсене, тăвансене курас килсех тăрать.

Çуралса ÿснĕ тăван кĕтес, тăван тавралăх…Хамăра кун-çул пилленĕ атте-анне пекех хаклă вăл пирĕншĕн. Инçе çула кайнă чухне ăсатса ярать: таврăннă чухне хапăлласа кĕтсе илет. Çук, нихăçан та манăçмĕç тăван кил-çурт, хамăр такăрлатнă уй-хирпе çырма-çатра, вăрман сукмакĕсем. Аçта кăна çитсен те, темле илемлĕ çĕр-шыва кайсан та пирĕн куç умĕнчех тăван ен – инçетри çăлтăр евĕр ялкăшса хăй патне чĕнет, хавхалантарать.

Тăван ялăм, асран кайми савнă ялăм…Мĕнле виçепе хакламалла – ши ăна? Çутçанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те манăн тăван Урнарăм хăйне евĕр хитре, илĕртÿллĕ. Çуралса ÿснĕ килĕн туртăмĕ те виçесĕр пысăк. Пирĕн пÿрт çумĕнче çамрăк хурăн çитĕнет. Мĕн чухлĕ савăнăç, мĕн чухлĕ вăрттăнлăх унра!? Хурăнăн çутă сăнарĕ шăнса кÿтнĕ чуна та ăшăтĕ. Шурă хурăна эпĕ ачаранах кăмăллатăп. Унăн çепĕç вуллисем, тÿпене кармашакан турачĕсем мана вăй – хăват параççĕ, пурнăç илемне кăтартаççĕ. Кĕрхи ылтăн шÿлкеме, хĕллехи ахах – мерчен сапакан кĕрĕк те, çурхи ешĕл кĕпе – йăлтах килĕшÿллĕ хурăн çинче. Тавралăхра шап – шурă та хĕр пек яштака хурăнсене куратăп та çут çанталăка юратса сăвă çыратăп:

Шурă – шурă хурăнсем,

Юнашарах йăмрасем кашласа лараççĕ. Ах, ытла та хÿхĕм – çке чăваш йăмри! Тăван хирсем, вăрмансем, кÿлĕсем чунăма тыткăнлаççĕ. Çуллахи вăхăтра шыв хĕвел шевлипе чÿхенсе йăлкăшать, вăй вылять, тĕрĕ тĕрлет те ылтăн йăлтăртатмасть – ши тесе шухăшлатăн ирĕксĕрех.

Эпĕ хамăн яла манăн телейĕм тесе шутлатăп. Кунта ачалăх иртет, юлташсемпе выляса – кулса çитĕнен…Ачалăх. Мĕн тери савăк вăхăт! Унăн ытамне тепĕр хут лекес пулсан урăх вĕçерĕнес çук. Асамлă та илĕртекен тĕнче! Мĕншĕн питĕ хăвăрт иртсе каятăн – ши эсĕ? Вăхăт иртĕ, часах тăван ялтан тухса каймалла пулĕ, анчах пире тăван Шупашкарăмăр хăйĕн ытамне илĕ. Атте – анне çунатти айĕнчи пекех вăл пире хÿтĕлесе тăрĕ.

Юрататăп эпĕ хамăр çăтмахри пек Чăвашьенĕме! Мĕншĕн мăнаçланас мар – ха манăн унпа? Вăл манпа яланах кăмăллă, тараватлă. Унăн кăкри çине пуçа хурăттăм та пĕр хускалми темĕнччен тăрăттăм, мĕншĕн тесен чунра çăмăл – çăмăл.

Тӑван чĕлхе. Мĕн-ши вӑл тӑван чĕлхе? Ман шутпа, тӑван чĕлхе вӑл атте-анне, асаттепе асанне чĕлхи, эпĕ çуралнӑ çуралманах калаçа пуçланӑ чӑваш чĕлхи. Тӑван чĕлхепе калаçса эпир хамӑр шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр, чуна уçатпӑр, кӑмӑла çĕклетпĕр. Атте-анне чĕлхи мӑн асаттесемпе асаннесен пурнӑçĕ – шӑпи çинчен аса илтерсех тӑрать, хамӑр пуласлӑх пирки шухӑшлаттарать.

Эй, челхем, анне панӑ чĕлхем,

Янӑра эс çут тĕнчере!

Ыттине çер чĕлхе хуть пĕлем,

Эсĕ ман пĕрре çеç – пĕрре

Тӑван чĕлхе. Мĕн-ши вӑл тӑван чĕлхе? Ман шутпа, тӑван чĕлхе вӑл атте-анне, асаттепе асанне чĕлхи, эпĕ çуралнӑ çуралманах калаçа пуçланӑ чӑваш чĕлхи. Тӑван чĕлхепе калаçса эпир хамӑр шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр, чуна уçатпӑр, кӑмӑла çĕклетпĕр. Атте-анне чĕлхи мӑн асаттесемпе асаннесен пурнӑçĕ – шӑпи çинчен аса илтерсех тӑрать, хамӑр пуласлӑх пирки шухӑшлаттарать.

20 стр., 9947 слов

Тема творчества и вдохновения в творчестве ахматовой. источник ...

... Творчество Анны Ахматовой. Начало творчества Ахматовой Особенности поэзии Ахматовой Тема Петербурга в лирике Ахматовой Тема любви в творчестве Ахматовой Ахматова и революция Анализ поэмы «Реквием» Ахматова и Вторая Мировая Война, блокада Ленинграда, эвакуация Смерть Ахматовой Имя Анны Андреевны Ахматовой стоит в ... ни к чему одические рати И прелесть элегических затей. По мне, в стихах все быть должно ...

Сӑмахран илес пулсан, тӑван чĕлхене юратман çын ашшĕ-амӑшне тӑван халӑхне те, çĕрне-шывне те юратма пултараймасть. Эп шутланӑ тӑрӑх тӑван чĕлхе – тӑван халӑхӑн иксĕлми ӑс-тӑн çӑл-куçĕ. Çак çӑл-куçран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пĕлӳ илсе ӳсетпĕр. Аннен кӑкӑр сĕчĕпе пĕрле унӑн ачаш та лӑпкӑ сассипе, вӑл сӑпка юрри шӑрантарнине илтетпĕр.

Чӑнах та, нумай çул иртрĕ пулин те тӑван чĕлхене пĕтме парас марччĕ. Чылай паллӑ ӑсчахсем, писательсемпе поэтсем чĕлхемĕр çинчен мӑнаçланса калани тĕл пулать. Тĕслĕхрен, А.Артемьев каланиех илер.

«Эй, тӑван чĕлхемĕр, эсĕ чӑваш юманĕ пек ватӑ та патвар, хӑвӑн хӑватна çухатмасӑр ĕмĕртен-ĕмĕре,çултан-çул тĕрекленсе ӳсетĕн, юман вутти пекех хĕрӳллĕ те вӑйлӑ çунатӑн, чĕре кӳтсе çитсен ӑшӑтатӑн, кирлĕ чухне çунтаратӑн, тӑваншӑн эсĕ тĕттĕмри çул маякĕ, тӑшманшӑн эсĕ – вилĕм тытамакĕ»,- тет. Çапла курать ĕнтĕ писатель паха та ытарлӑ чӑваш чĕлхин вӑйне, пуянлӑхне.

Шутлатӑп, шутлатӑп та ачана мĕн пĕчĕкрен чӑвашла калаçма вĕрентмелле. Акӑ эпĕ эпĕ 7-мĕш класа çитрĕм. Анчах та вырӑсла та, чӑвашла та тĕрĕс те яка калаçатӑп, çырма та аван пĕлетĕп. Ют чĕхесене те вĕренме тӑрӑшатӑп. Аттепе анне килте чӑваш чĕлхине сума суни, хисеплени курӑнсах тӑрать. Ытти çемьесенче «мама»,»папа» тесе чĕнеççĕ пулсан, пире аттепе анне тесе чĕнме вĕрентнĕ. Мĕнле илемлĕ, янӑравлӑ янӑрать çак икĕ сӑмах.

Çапла вара, çут тĕнчере пин-пин чĕлхе. Вĕсем хутӑшаççĕ, тупӑшаçççĕ, çывӑхланаççĕ. Пĕр-пĕрне парнесем те параççĕ, парнисем вара – сӑмахсем.

Ман чӑвашах пулас килет. Тӑван чĕлхене хисеплени хамӑртанах килет. Манӑн чĕлхем малалла та янӑрасса шанас килет. Эпĕ ӑна ĕненетĕп. Вӑл çĕр çинчен ан çухалтӑр.

Электронлă вулавăш

Савнă ялăм — тăван ял

Çуралнă ял кашни çыншăн паха. Таçта çитсен те вăл пирĕн асăмра юлать. Çĕрпӳ районĕнчи Вăрманкас ялĕ 18 ĕмĕрĕн çурринче пуçланса кайнă. Яла пуçласа яраканĕ Палли пулнă. Çавăн пирки халь те таврари çынсем яла Вăрманкас-Пайкилт теççĕ. Палли хăйĕн ывăлĕпе Шенер ялĕнчен çĕнĕ çĕре куçса пырса çак яла пуçласа янă. Ялĕ Енĕш шывĕн çӳллĕ сылтăм çыранĕ хĕрринче вырнаçнă. Вăл хăй вăхăтĕнче вăрман çумĕнче пулнă. Çак вăрман çинчен чăвашсен паллă писателĕ Кузьма Чулкаç хăйĕн юмахĕсенче çырса кăтартнă. Çирĕммĕш ĕмĕрĕн вăтăрмĕш-утмăлмĕш çулĕсенче çак ял Çĕрпӳ районĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕри пулса тăнă. Унта 134 кил-хуçалăх пулнă, 800 çын ытла пурăннă.

Паянхи кун ял пуçласа яраканăн тата унăн ывăлĕсен ячĕпе чылай вырăнсен ячĕсем сыхланса юлнă,Палли вар, Çенкке вар, Тимушка çаранĕ, Югур шырланĕ, Ентри çăлĕ.

4 стр., 1603 слов

«Семье телейе менре»

... -ха пирĕн хушăра. Тахҫан чи юратнӑ ҫынсем пулнӑ, пурӑна-киле ватӑлнӑ ашшĕ- амăшне хăйсем пă ... чен, ăслă, пысăк чунлă ҫын пулас килет. Аттене ялта Радислав тесе чĕнеҫҫĕ.Вăл Мускава ĕҫлеме ҫӳрет. Мĕн пĕчĕ ... шĕ те ҫут тĕнчере чи ҫывăх та хаклă ҫынсем! Вĕсем пулман пулсан ҫак ҫĕр ҫинче эпир те, икĕ ыв ... тарса пыратчĕҫ). Атте вара: «Эпĕ тăватă класс кăна вĕреннĕ вĕт, вăл вырăс сăмахĕсене ăҫтан пĕлем»,-текелетч ...

1933 çулта «Красный Путиловец» колхоз йĕркеленнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланиччен те, вăрçă хыççăн та ялта икĕ лаша вити, ĕне, сысна, сурăх витисем, икĕ çил арманĕ, пĕр çăм таптармалли пулнă. Ял тавралăхĕнче улăх-çарансем йышлă пулнă. Пĕтĕм районĕпе шута илсен, Вăрманкас ялĕнче пуринчен те нумай утă çулса хатĕрленĕ. Вăрçă пуçлансан 90 ытла арçына, 8 ӳссе çитнĕ хĕре вăрçа илсе кайнă. Вĕсенчен çурри ытла Тăван çĕршывшăн хăйсен пуçĕсене хунă. Вăрçăран таврăннисен хушшинче орденсемпе нарградăланă çынсем сахал мар. Иванов М.И — «Слава» орденĕн 2 тата 3 степенĕсене, Тимофеев Т.Т — 3 степене тивĕçнĕ. Çавăн пекех К.В. Васильева 3 орденпа, Д.Т. Тимофеева 2 орденпа, 14 çынна «Хĕрлĕ çăлтăр» орденĕсемпе наградăланă. Ялта пĕр çын, пирĕн аслатте фашистла Германине тата Япун самурайĕсемпе çапăçнă.

Çак ялта чылай паллă çынсем çуралса ӳснĕ. Вĕсен хушшинче Тимофеев М.Т. — полковник, военврач, тăватă орден кавалерĕ; Григорьев Н.Г. — техника наукисен кандидачĕ (малтан СССР вăрман хуçалăх министерствин начальникĕ пулнă); Николаев В.Н. — 17 çул Чăваш АССР Правительство членĕнче вăй хунă; Иван Вутлан — чăвашсен паллă писателĕ; Григорьев А.Г., Федоров А.Ф., Прокопьев Г.П. — милици подполковникĕсем…

Малтанхипе танлаштарсан ял улшăнчĕ. Совхоз центрне юнашар яла куçарнă хыççăн кунта пĕр ферма та юлмарĕ. Çамрăксем валли ĕç çук. Вĕсем хуланалла туртăнаççĕ. Халĕ эпĕ Шупашкарта пурăнатăп. Хам çуралса ӳснĕ ялти вырăнсене, унта пурăннă, пĕрле ӳснĕ юлташсене час-часах аса илетĕп. Хамăн мăнуксене каласа чуна уçатăп.

Халап çăлкуçĕ

Очерка Вăрманкас Пайкилт ялта пурăнакан 1935 çулта çуралнă Николаев Василий Николаевичран 2009 çулта Васильева Валентина Вадимовна çырса илнĕ халап тăрăх хайланă.